[go: up one dir, main page]
More Web Proxy on the site http://driver.im/Контент патне куҫ

Чăрăш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чăрăш (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
лат. Picea abies - ахаль чӑрӑш

Чăрăш (лат. pix — сăмала[1], е лат. picis - сăмалаллă, сухăрлă йывăç[2]) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕс тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çулталăкĕпех симĕс тĕслĕ, илемлĕ, вулли 30 м çити ӳсет.


Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йывăç тымарĕн системи малтахи 10-15 çул хушши туна евĕрлĕ, каярахпа тăпра çийĕнчи тĕп тымарĕ типет. Çавăнпа йывăç вăйлă çил вĕрсен авăнма, хăш чух хуçăлама та пултарать.

Крона конус е пирамида евĕр.

Турачĕсем аяккала сарăлнă е аялла пĕкĕннĕ. Малтанхи 3-4 çул хушши йывăç турачĕсем аякалла сарăлмаççĕ.

Хуппи сăрă тĕслĕ, çинçе сийпе вистенсе пырать.

Вăрă тăкма 10 — 60 çулхи (çак вырăнти çутçанталăк пахийĕнчен килет) чăрăш пултарать.

Вăтамран 250-300 çул (хăш чух 600 çула çити те) ӳсет.

Чăрăш çеç ÿсекен вăрмана чăрăшлăх теççĕ, унти йывăçсем йăва çитĕнеççĕ. Чăрăшлăхра чӑтлӑх пулать, тĕттĕм. Чăрăшлăхăн аял сийĕнче нимĕн те ӳсмест.

Хура чăрăш (Picea mariana)

Кавказра кавказ чăрăшĕ (Picea orientalis) саралнă, унăн çулçисем (йĕпписем)çемçерех, турачĕсем мамăклă.

Раççей çеçенхирĕсенче хăш чух шурă чăрăша (Picea glauca) та çитĕнтереççĕ.

Инçет Хĕвелтухăçра саян чăрăшĕ (Picea jezoensis) анлă саралнă.

Чăрăшăн урăх тĕсĕсем Китайра, Çĕпĕрте, Америкăра тĕл пулаççĕ.

Йывăçпа усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăрăш вулли çемçе те çăмăл, анчах патрак, çавăнпа та чăвашсем ку йывăçа хисеплесех каймаççĕ. Сайра-хутра çурт тунă çĕртре (хăма, пăрăс), вак ĕçсенче, йывăç çăра ăсталама усă кураççĕ.

Чăрăш вуллинчен ăсталанă кĕвĕ инструменчĕсем сасси аван, мĕншĕн тесен йывăçлăхĕ пĕр пек тачăллă (çакăн пек йывăçа резонанс йывăçĕ теççĕ). Итали ăстисем, çав шутра Амати, Страдивари, сĕрме купăсĕсене чăрăшран хатĕрленĕ.

  • Флора СССР. т.1, М. — Л., 1934.
  • Деревья и кустарники СССР, т. 1, М. — Л., 1949.
  • Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. Иллюстрированный определитель растений Средней России. Т. 1. М: Т-во научных изданий КМК, Ин-т технологических исследований. 2002. ISBN 8-87317-091-6

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Weber, William A. Colorado Flora: Western Slope. Niwot, Colorado: University Press. 1987.
  2. ^ Taylor, Ronald J. Sections on Picea and Tsuga. Flora of North America Editorial Committee (eds.): Flora of North America North of Mexico, Vol. 2. Oxford University Press. 1993

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]