[go: up one dir, main page]
More Web Proxy on the site http://driver.im/Контент патне куҫ

Ĕмпӳлĕх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тĕнчери ĕмпӳлĕхсем
Европăри ĕмпÿлĕхсем
Salman bin Abdull aziz, Сауд Аравийĕн короллĕ, абсолютлă ĕмпӳ, December 9, 2013
Augusto come giove, 00-50 dc circa
Nicolas II de russie. Раççей империйĕн чи юлашки патшисенчен пĕри
Téwodros II. Эфиопи императорĕ

Ĕмпÿлĕх вăл — монархи.

Монархи — (μοναρχία — «пĕртытăмлăх») — 1) патшалăхăн аслă тытăмĕ пĕр çынна — монарха тивĕçтерекен патшалăх тытăмлăхĕн ĕлки, (Патша, император, султан, эмир…) кăнарлăх йĕркипе куçса пырать.

Монархи — 2) патшалăха ертсе пымалли хорма, ун чух тăрăмăн çăлкуçĕ Турă (хăйтытăмлăхĕ) е патшалăх тăрăмне сыхласа тăраканĕ (хăйтăрăмлăхĕ) пулать, этем пĕрлĕхĕнче тăрăм (влаç) хăйĕн ăс-хакалĕпе кăмал-туйăм ырлăхĕн тата халăх йăлин чыслăхĕ çинче никĕсленет, çакна пула тăрам кăнарлă та халăхпа пĕрлĕ шутланать.

Ĕмпÿлĕх пуçлăхне ĕмпӳ теççĕ. Хăшпĕр чухне ĕмпÿлĕхе короллĕх теççĕ е тата урăхла та калама пултараççĕ. Патшалăх тени вара хуть те мĕнле тытăмлă унашкал йĕркелĕм.

Монархи тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Абсолютлă монархи — монархăн чарăмсăр тăрăмлăхĕ. Çак абсолютлă монархинче ертӳлĕхе патшалăхăн урăх тăрăм органĕсем монарх — Патшалăх пуçлăхĕ —умĕнче яваплă шутланаççĕ, парламĕнчĕ вара хăш чух пачах çук е монарх (патша, …) çумĕнче канаш органĕ çеç пулать.
  • Конституциллĕ монархи — монарх тăрăмне конституци чикĕленĕ монархи. Конституциллĕ монархи саманинче чăн саккун тăвакан тăрăмне парламент тытса тăрать, ĕç тăваканнине — ертӳлĕх. Конституциллĕ монархи икĕ хормăллă пулать: дуаллă монархи тата парламенлă монархи.
    • Дуаллă монархи (лат. Dualis — иккĕллĕ) — конституциллĕ монархи, монархăн тăрăмне конституципе йĕркеленĕ, хормăллă тата ĕç-хĕллĕ те монарх тăрăма анлă тытать.
    • Парламентлă монархи — монарх хăйĕн ĕçĕсене ячĕшĕн çеç тытса тăракан конституциллĕ монархи. Парламентлă монархинче ертӳлĕх парламент умĕнче яваплă, ертӳлĕх хормăллă патшалăхăн ытти органĕсенчен çӳлли пулать.
  • Теократиллĕ монархи — чиркӳ пуçлăхĕ е тĕн ертӳçи политикăна тытăмлă монархи.

Паянкунхи монархи патшалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шутсене 2007 çулхи раштав, 29 тĕлне хатĕрленĕ. Уйрăм шутсенче доминионсене — монархисене — малтан акăлчан колонисем пулнисене кăтартнă, вĕсенче патшалăхăн пуçлăхĕ Аслă Британи патши (халĕ арăм-патша II Лисаветта) шутланать.

Доминионсенче, е Пĕрлĕшĕвĕн патшалăхĕсенче патшалăх пуçлахĕ Аслă Британи монархĕ шутланать, унăн тытăмне генерал-губернатор ертсе пырать.